Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарӑн тӗп архитекторӗн пуканӗ пушаннӑ. Ку должноҫре Сергей Стройков ӗҫленӗ. Вӑл ӗҫрен иртнӗ эрнерех кайнӑ иккен. Анчах ку должноҫ пушанни пирки хула администрацийӗн сайтӗнче халь тин курӑнма тытӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: Сергей Стройков ку должноҫе 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Вӑл тӗп архитекторта унччен те, 2007-2012 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ун чухне Шупашкар хулинче Замамья тума тытӑннӑ, хула варринче нумай хутлӑ ҫӳллӗ ҫуртсем курӑнма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Гайдар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт. Вӑл Юханшыв порчӗн планировкине ырлас ҫӗре те хутшӑннӑ. Кайран унта ҫӳллӗ ҫуртсем, Альбатрос тата Ривьера, «ӳссе» ларнӑ.

Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ кам пуласси пирки хальлӗхе калама ҫук. Ӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ws/news.htm?shownews=324245
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикин финанс министрӗн пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Вӑл – Мордва Республикинчи Сергей Тюркин. Хальлӗхе Сергей Александрович министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ.

Сергей Тюркин Мордва Республикин финанс министрӗнче 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хӑй Краснослободск хулинче 1984 ҫулта ҫуралнӑ. 2006-2019 ҫулсенче Саранск администрацийӗнче ӗҫленӗ: тӗп специалистран пуҫласа финанс управленийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ. 2019-2020 ҫулсенче Мордва Республикин финанс министрӗн ҫумӗ пулнӑ, кайран – финанс министрӗ.

Ҫакӑ паллӑ: Мордва Республикин Финанс министерстви ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлев пама хирӗҫленӗ хыҫҫӑн Сергей Тюркина отставкӑна янӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Республикин унчченхи финанс министрӗ Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Унӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Ольга Метелева пурнӑҫланӑ.

 

Персона

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ Андрей Попов ӗҫрен кайӗ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи страницинче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Анчах ӑҫта каяссине каламан.

Вӑл опера театрӗн директорӗнче 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл Пермь хулинче тӑрӑшнӑ.

Андрей Попов ӗҫленӗ чухне, 2023 ҫулта, «Атӑл Опера» бренд тупӑннӑ. Репертуар та ҫӗнелнӗ, труппа гастрольсене тӑтӑшах ҫӳреме, пысӑк фестивальсене хутшӑнма тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех хӑйне евӗрлӗ проект ҫуралнӑ – Рустам Сагдиевӑн «Тӗп ыйту» цифра космос опери. Шухӑшӗ – Поповӑн,спектакле вара нейросетьпе усӑ курса хатӗрленӗ: ӑс-хакӑл интеллекчӗ визуал ӳкернӗ, либретто тата кӗвве ҫырма пулӑшнӑ. Артистсенчен пӗри вара чӑн-чӑн йытӑ-робот пулнӑ.

 

Республикӑра
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Иванова электрогазосварщик пулса 13 ҫул ӗҫлет. Вӑл ку енӗпе — 5-мӗш разрядлӑ специалист.

Хӗрарӑм хулари Калинин районӗнчи «Новоюжный» учрежденире тӑрӑшать. Асӑннӑ учреждени тытса тӑракан ҫуртсенче пурӑнакансемпе вӑл яланах ӑшӑ кӑмӑллӑ, коллективра та ӑна хисеплеҫҫӗ.

Алевтина Капитоновна тимӗр карта тытать, тенкелсем шӑратать, подъезда кӗмелли алӑксене юсать, тимӗр шӑратмаллипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлать.

Хӗрарӑм унччен тӗрлӗ сферӑра ӗҫлесе пӑхнӑ. Формощивкра тӑрӑшакансене аслӑ пиччӗшӗ электрогазосварщика вӗренме сӗнсен вӑл килӗшнӗ. Унтанпа специальноҫе тек улӑштарман. Пӗрре юратса суйланӑ ӗҫре чунтан тӑрӑшма тытӑннӑ та шухӑша тек ылмаштарман, урӑх ҫӗре куҫса кайман.

 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Васкавлӑ медпулӑшу пульницин «Красноармейски районӗн тӗп пульници» филиалне ҫамрӑк офтальмолог ӗҫлеме килнӗ. Вӑл – Виктория Геннадьена Федорова.

Студент чухне Виктория Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче анестезиологи-реанимаци тата хирурги уйрӑмӗсенче медицина сестринче ӗҫленӗ, опыт пухнӑ.

Университетра вӗреннӗ чухне Викторийӑна офтальмологи енӗпе занятисен ярӑмӗсем килӗшнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл ӑнланнӑ: ку – унӑн специальноҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_19309
 

Политика
https://www.chuvash.org/news/43095.html сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://www.chuvash.org/news/43095.html сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Рудольф Селиванов ӗҫрен пӑрахнӑ.

Аса илтерер: Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи лекнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри кроссоверпа аварие лекнӗ. Машинӑна юсаса тӑкакланас мар тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран инспекторсем киличчен служба машинин водителӗ валли ҫын тупса та хунӑ-мӗн. Ҫапла айӑплӑ мар ҫынна явап тыттарнӑ, округ пуҫлӑхӗ вара хӑйӗн ӗҫченӗсене страхлав тӳлевӗ илмешкӗн документсем тӑратма хушнӑ.

 

Персона
agro-in.com сӑнӳкерчӗкӗ
agro-in.com сӑнӳкерчӗкӗ

«Агро-Инновации» автономи учрежденийӗн директорне Николай Васильева ӗҫрен кӑларнӑ. Ун пек хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Николай Васильева ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине хушура каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.

Эпир маларах асӑнса хӑварнӑ предприяти республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине пӑхӑнса тӑрать.

Николай Иванович 1962 ҫулта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта вӑл Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ. Ял хуҫалӑх чӗрчунӗсен генетикин пӗтӗм союзри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнчен, каярах аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Биологи наукисен кандидачӗ, доцент.

 

Персона

«Чӑвашэнергӑн» ҫӗнӗ директорӗ кам пулни паллӑ. «Россети Волга» тӗп директорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ку должноҫе Константин Полуэктова шанса панӑ. Вӑл унччен ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ ӗнтӗ.

2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе «Чӑвашэнергӑна» ЧР строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Илья Ионочкин ертсе пынӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ку должноҫрен кайнӑ.

Константин Полуэтков Ӗренпур патшалӑх аграри унивеситетӗнче «Финанссем тата кредит» специальноҫпе вӗреннӗ. Электроэнергетикӑри стажӗ – 27 ҫул, вӗсенчен 18 ҫулне «Россети Волга» Ӗренпурти филиалӗн директорӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

 

Республикӑра
"Советская Чувашия" сӑнӳкерчӗкӗ
"Советская Чувашия" сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн пӗрлехи заказчик службин директорӗ пулма Виктор Разумова шаннӑ. Вӑл унччен асӑннӑ учрежденире ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

Республикӑн пӗрлехи заказчик службинче пуҫлӑх пуканӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ. Унчченхи ертӳҫӗ Сергей Варлашкин ертӳҫе тилхепине пӗтӗмпе сакӑр уйӑх ҫеҫ тытса пынӑ.

Паян республикӑн премьерӗ Сергей Артамонов ятарлӑ йышӑну кӑларса ку тилхепене Виктор Разумова тыттарма йышӑннӑ. Виктор Разумов пуҫлӑх тивӗҫне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. 2013 ҫулта вӑл «Чӑвашавтодор» предприяти пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2016-2018 ҫулсенче «Стройком-21» директорӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах унчченхи предприяти те, «Стройком-21» те кӗҫех панкрута тухнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑвашстата кам ертсе пырасси паллӑ. Ку пукана ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ ҫын йышӑннӑ.

Ҫу уйӑхӗнче Эльвира Максимова ертӳҫӗрен кайнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха тилхепене Ольга Егорова тытнӑ. Эльвира Максимова ку должноҫре 16,5 ҫул ӗҫленӗ. 65 ҫул тултарсан вара вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вара Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствин хушӑвӗпе Ольга Егоровӑна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива Раҫҫей Росстачӗн ертӳҫин ҫумӗ Сергей Окладников паллаштарнӑ.

Ольга Егорова ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 19 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, специалистран пуҫласа пай пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ, Чӑвашстата ӗҫлеме килнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 138
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи